Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Умсӑмах (ШВУКТ)

«Шкулта вӗренмелли учебниксене кӗнӗ терминсем» кӗнекен пайӗ.

ПСК(б)П Тӗнкомӗ шкулта вӗренмели стабилӗ учебниксем ҫинчен кӑларнӑ постановлени тӑрӑх епӗр 1933 ҫулта вӗренӳ кӗнекисене пӗтӗмпех ҫӗнӗрен ҫырса, вырӑсларан куҫарса кӑларнӑ. Халӗ пирӗн пуҫламӗшпе вӑтам шкулсенче вӗренекен чӑваш ачисем тӑван чӗлхепе ҫырса кӑларнӑ кӗнекесем тӑрӑх вӗренеҫҫӗ. Вӑл кӗнекесенчен чылайӗшне вырӑсларан куҫарнӑ, хӑшне-пӗрне ҫӗнӗрен ҫырса кӑларнӑ.
Пирӗн ку таранччен вӑтам шкулсене валли хӑпшӗр дисциплинӑпа вӗренӳ кӗнекисем пачах пулман. Ҫавӑн пирки хӑшпӗр наукӑсем тӑрӑх терминсем те пулман, тата ҫитменнине пуррисем те пурте йурӑхлах пулман. Ҫавӑнпа ҫирӗп вӗренӳ кӗнекисем ҫырса кӑларнӑ чухне терминсене те ҫӗнӗрен тума килчӗ.
Терминсем тунӑ чухне чӑваш чӗлхинчи сӑмахсемпе усӑ курма тӑрӑшнӑ, анчах наукӑри хӑшпӗр терминсене — интернационаллӑ терминсене (хӑшне-пӗрне вырӑслисене те) вырӑсла кӗнекесенчи пекех хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне тата, иртнӗ ҫулсенче кӑларнӑ кӗнекесенче тӗл пулакан терминсене те улӑштаркаланӑ. Сӑмахран, "кислород" термина иртнӗ ҫулсенче „йӳҫамӗш" тесе куҫарнӑччӗ, ҫӗнӗ вӗренӳ кӗнекисенче халӗ пур ҫӗрте те „кислород" тенӗ, ун пек терминсем татах та пур. Кун пек туни — вӗренекен ачасене шкулӑн аслӑрах концентрӗсенче, тата аслӑ шкулсенче наукӑна тӗплӗрех паллашас тӗлӗшпе вырӑсла кӗнекесемпе усӑ курас ӗҫе чылай ҫӑмӑллатма пултарать.
Ҫӗнӗрен кӑларнӑ стабилӗ учебниксемпе усӑ курма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, вӗренӳ" кӗнекисене кӗнӗ терминсене уйрӑм кӗнеке туса ҫаптарса кӑларатпӑр. Кашни учитӗлӗн вӑл терминсемпе, пуринчен ытларах хӑй вӗрентекен дисциплинӑ тӑрӑх, тӗплӗрех паллашмала.
Вӗренекен ачасен вӑл терминсене лайӑх ӑнланса илсе ҫирӗп астуса тӑмала. Кӗнекери терминсем хушшинче ҫителӗклӗ ӑнланмала маррисем, йурӑхлӑ маррисем те пулма пултараҫҫӗ. Вӑл ҫитменлӗхсем ҫинчен Чӑваш халӑх ҫутӗҫ комиссариатне пӗлтерме ыйтатпӑр.

Халӑх ҫутӗҫ комиссариачӗ.
Шупашкар, 1934 ҫ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-27 22:12:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3642 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем